Кӑнтӑр енчи Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлнех вырмана вӗҫленӗ. Тухӑҫ республикипе вӑтамран 18,1 центнер тухать. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахи ҫав кун тӗлне вӑл кашни гектартан 19,8 центнерпа танлашнӑ.
Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӑна пин гектар ытларах ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр тухӑҫӗ те тӗш тырӑнни евӗрех пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех: унчченхи 201,2 центнер вырӑнне 149,2 центнер тухать.
Кӗрхисене акассипе те хресчен ҫине тӑрать. Елчӗк районӗнче планпа ипалӑртнинчен виҫ кун каяллах 83 процентне акма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен.
Хӑмла ӳстерекенсем кашни районтах мар-ха. Ҫав культурӑна туса илекенсем, сӑмахран, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем, ӑна татма тытӑннӑ.
Усал ҫак хыпар пирки йӗрке хуралҫисем патне ҫурлан 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем малтаналса палӑртнӑ тӑрӑх Кивӗ Вӑрмар ялӗ патӗнче 50 ҫулти тракторист ҫӗре ҫум курӑксенчен кӑпкалатнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ана хӗррипе ҫаврӑнса илнӗ чух хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах агроном выртнине асӑрхать. Тӗпчевҫӗсем агроном хирте канса илес тесе выртма, тракторист ӑна асӑрхамасӑр таптаса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫапла... Сӑмахӗ вара «хастар» тракторист ҫинчен пырать. Тӑрушӑллӑ пулнипе хайхи ӗҫе урӑла ҫеҫ мар, ӳсӗрле те пуҫарӑннӑ. Ҫӑмӑл шухӑшлӑ пулни вара тракториста пӑтӑрмах патне илсе ҫитернӗ.
Инкеке ӗнер, ҫурлан 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗ ҫывӑхӗнче уйра сиксе тухнӑ. Хӗренкеленӗ пулнӑ пулин те 43 ҫулхи тракторист ӗҫе ҫаплипех пуҫарӑннӑ. Ҫапла майпа «Беларусь-892» ҫырма хӗрринче ҫаврӑнса ӳкнӗ те.
Тура шӗкӗр, водителӗ чӗрех юлнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан патшалӑх испекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх сусӑрланнӑ тракториста районти центр пульницинчи хирурги пайне леҫнӗ.
Красноармейски районӗнче комбайнерсем хушшинче ӑмӑрту ирттерессине йӑлана кӗртнӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть тӑваттӑмӗш ҫичӗкунлӑха пӗтӗмлетнӗ.
«Дон–1500Б» комбайнпа выракансенчен тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ «Таябинка» агрофирмӑн ӗҫченӗсем — Олег Васильевпа Александр Петров — пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ иккен. Виҫҫӗмӗшне «Красное Сормово» хуҫалӑхри Валерий Кузьмин тухнӑ. «Нива» комбайн «штурвалне» тытса пыракансенчен «Колос» обществӑри Михаил Егоров пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшсенче — «Досаево» хуҫалӑхри Виталий Николаевпа Геннадий Васильев.
Ҫӗнтерӳҫӗ-комбайнерсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В. Шестаков тата ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн специалисчӗ В.А. Васильев саламланӑ. Маттурсене куҫса ҫӳрекен ялавпа, дипломпа тата премипе хавхалантарнӑ.
Нумаях пулмасть Мускавра Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутассине ятарласа йӗркеленӗ. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗп хулин Суту-илӳпе пулӑшӑвӗн департаменчӗ, «Ял хуҫалӑх тата промышленноҫ таварне туса илекенсен суту-илӳ пасарӗнчи пӗрлешӗвӗ» тата «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» хысна предприятийӗ пӗрле пулса йӗркеленӗ. Продукцие сутма уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем 10 ҫын ытла тухса кайнӑ. Вӗсем пурте — Етӗрне тата Муркаш районӗнчи ҫынсем.
Мускавра купӑстан пӗр килограмӗ 18 тенкӗ ӑсаннӑ, хӑяр — 25–30 тенкӗпе, ҫӗрулми — 25–30 тенкӗпе, кишӗр — 30–33 тенкӗпе, сухан — 25 тенкӗпе. Кун пек ярмӑрккӑсене ҫывӑх вӑхӑтра тата та йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Мускавсем вырӑн укҫи тӳлеттермеҫҫӗ иккен.
Сӑнсем (18)
Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗн лавне туртма ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пухӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров хӑй ертсе пынӑ. Хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче ирттернӗ пухӑвӑн тӗллевӗ председателе суйласси пулнӑ.
Районтисем кооперативӑн унчченхи ертӳҫине суд дисквалификацилеме йышӑнни пирки пӗлтерет. Мӗншӗнне каламан та, анчах тӳресем кун пек шухӑш патне пырса тухасси ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе чылай чух ҫыхӑнать.
Ял хуҫалӑх кооперативне ертсе пыма Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 52 ҫулхи Борис Петрова шаннӑ.
Республика лаптӑкӗсенчи ҫӗнӗ тӳремсенче ытлӑн улма нематочӗ сарӑлнине кура Россельхознадзор управленийӗ ӳсекен улман карантин тӗрӗслевне ирттерме тытӑннӑ. Россльхознадзор управленийӗн ӑстисем республикӑри ӳсентӑрансен фитосанитарийӗ тата карантин ӗҫӗпе ӗҫлекен пайӗн ФГБУ «Тутар МВЛ» ӗҫченӗсемпе пӗрлӗ тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттерме 464 ҫӗр тӗслӗхӗсене илнӗ.
Ҫӗр пробине Красноармейски районӗнчи «Таябинка» ТМЯО агрофирмӑн 73 гектар лаптӑкӗнче вӑрӑллӑ тата апат-ҫимӗҫлӗ «Любава», «Удача» сортлӑ улма ӳсекен анинчен илнӗ. Лаборатори тӗрӗслевне республикӑри ӳсентӑрансен фитосанитарийӗ тата карантин ӗҫӗпе ӗҫлекен пайӗн ФГБУ «Тутар МВЛ» ирттернӗ.
Тӗпчеве ирттернӗ хыҫҫӑн лаборотори ҫӗр пробине илнӗ анара сиенлӗ карантин организмӗ ҫуккине палӑртнӑ.
Паян, ҫурлан 21-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗ Эдуард Александров ертсе пынипе республикӑри аграри делегачӗсем ҫурлан 22–25-мӗшсенче Нитра хулинче иртекен тӗнче шайӗнчи ял-хуҫалӑх куравне хутшӑнас тӗллевпе Славаки республикине ҫул тытнӑ. Республика делегачӗсем хушшине «Агро-Инновации» директорӗ Николай Васильев, «Ҫеҫпӗл» АХО Шупашкар предприятийӗн суту-илӳ ыйтӑвӗсене татса паракан директор ҫумӗ Александр Бакшаев, «АККонд-Агро» АУО фирмӑн аслӑ директорӗ Вячеслав Иванов тата Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер кӗнӗ.
Пирӗн республика элчисем ял хуҫалӑхӑн тата апат-ҫимӗҫӗн тӗрлӗ отраслӗсен презентацийӗнче, ӗҫлӗ тӗлпулӑвӗсенче пулса курӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли комплекссене тата биопродукци кӑларакан предприятисене кӗрсе курӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшччен Алтайри Барнаул хулинче ҫулсерен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ялти ҫамрӑксен слёчӗ иртет. Унӑн тӗллевӗ — пӗлӗвпе ылмашасси, пӗчӗк, вӑтам предпренимательствӑсене ялсенче аталантарнӑ чухне сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явасси тата усламҫӑсен ӗҫӗ-хӗлнӗ ҫамрӑксене явӑҫтарас ӗҫре хӑтлӑ модель йӗркелесси. Слётра хӑйсен проекчӗсемпе производство тата суту-илӳ сферӑллӑ бизнес усламҫисем паллаштарма пултараҫҫӗ.
Слёт теми — «Ял. Ҫамрӑк. Усламҫӑ ӗҫӗ». Унсӑр пуҫне пӗчӗк, вӑтӑм предпренимательствӑна аталантарассипе канашлусем иртӗҫ, Алтайри ӑнӑҫлӑ ял усламҫисемпе тӗлпулусем пулӗҫ.
Слёта хутшӑнакансем ҫак ыйтусем тавра калаҫӗҫ: «Ял тӑрӑхӗ аталаннӑ ӗҫре обществӑлла организацийӗн вырӑнӗ», «Ялсенчи социаллӑ усламлӑх», «Ялти ҫамрӑксене патшалӑх пулӑшмалли майсем», «Ялти усламҫӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ».
Слёта хутшӑнас тесен юпан 1-мӗшччен altaimolodoi.ru сайтра регистрациленмелле.
Ӗнерхи кун тӗлне Канаш районӗнчи ҫичӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗш тырӑ вырса пӗтернӗ. Районӗпе илсен, эрнекун тӗлне 8 825 гектар ҫинчен вырса илнӗ. Тухӑҫ вӑтамран 18 центнер тухать.
Ӗҫҫи епле пынипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Влдаислав Софронов «Канаш» обществӑна ҫитсе килнӗ. Вӑл пӗр хирте ҫурхи тулӑ вырнӑ вӑхӑта лекнӗ. Тепӗр уйра вара Тури Юнтапа ялӗнчи пӗр тӑван Олег Кузьминпа Анатоий Кузьмин ӗҫленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те чылай ҫул ӗнтӗ «штурвал» умӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |